Кĕмĕл тумлă çар

Трагедия
Автор – Марина Карягина
Режиссер, сценография и костюмы – Станислав Васильев
Композитор – заслуженный деятель искусств Чувашской Республики Лолита Чекушкина
Продолжительность – 2 часа
Премьера состоялась 25 марта 2010 года

Аннотация

В большинстве мифологий богиня-мать является главным божеством. Именно в ней воплощается творческое начало и созидательная энергия мира.

Спектакль «Кĕмĕл тумлă çар» (Серебряное войско) – история одного из далеких племен чувашских предков. В центре событий оказываются женщины, на долю которых выпала нелегкая судьба – сохранение семейного очага, продолжение рода, традиций, чтобы не канул в лету родной язык и, в то же время, быть стойкими воинами, суметь защитить родную землю предков для будущих потомков.

Тĕрĕк халăхĕн халапĕсенче, авалхи тĕнĕн тĕллĕн-тĕллĕн упранса юлнă калавĕсенче Ама Турă тĕп вырăнта тăрать: «Эй, пĕтĕм тĕнчене пултарнă Ама, – тет чăваш кĕске кăна кĕлĕре, – Санран мĕн пулни пурте ырă, пурте аван, çавăнпа эпир сана тав тăватпăр, пуç таятпăр». Ытти халăхсен мифологийĕнче пирĕн Ама «Умай» ятпа çÿрет. Ĕмĕрсем иртнĕ май Тĕнчене пултарнă Ама «Пÿлĕхçи», «Кепе», «Тур Амăшĕ» пулса тăрать. Вăлах кил-çурта, йăх-йыша упракан хĕрт-сурт та.

«Кĕмĕл тумлă çар» спектакль авалхи чăваш йăхĕ çинчен. Йăхра пĕр арçын та юлман, пурте халăха сыхласа пуç хунă. Кил вутне сыхлас, ачасене ÿстерес, хамăр тĕне тытса пырас нуша йăлтах хĕрарăмсем пуçĕ çине ÿкнĕ.