Аннотация
Главных персонажей Александра Петровича и Бориса Мокроусова связывает многое. Они – партнеры по бизнесу, судя по их деловым встречам, успешные предприниматели и состоятельные люди. У обоих – взрослые дочери. Главная проблема для Александра и Галины – выбрать для дочери достойного жениха, выгодного «золотого зятя» из своего же круга. Их Анжела – открытая, добродушная девушка (это их пугает) мечтает учиться в Сельхозакадемии, чтобы стать агрономом. Неугодные претенденты, а они роятся как пчелы, отслеживаются родителями, их ждут всякого рода испытания, кастинги. Родители запугивают их так, что редко кто осмеливается проводить Анжелу домой после очередной дискотеки. Лишь Миша и его соперник Лева, оба из города, упорствуют до тех пор, пока второй не встретился с Настей, дочерью Зинаиды, жены Бориса Мокроусова. События к финалу разворачиваются стремительно: раскрываются все семейные тайны, уходит горечь обид, возникает надежда взаимопонимания между родителями и повзрослевшими детьми.
Ашшĕсемпе амăшĕсене ачисен пуласлăхĕ канăç памасть: ача чух пĕчĕк хуйхă, пысăклансан – пысăк, теççĕ. Ачисене качча парса – авлантармалли вăхăт çитсен ыйăхне те çухатаççĕ. Мĕнле-ха унсăрăн! Çĕр ыйту! «Хуняма» тапхăрне «ылтăн кĕрÿпе» кĕнине мĕн çиттĕр!
Пурнăç Юрату туйăмĕ çинче никĕсленнине шута илсе эпир, ашшĕ-амăшĕсем, хамăра яланах ун ытамĕнче курасшăн, телейлĕ пулса ĕмĕре ĕмĕрлесшĕн, ачасене те çавнах сунатпăр. Анчах та пурнăç сукмакĕ ытла та тумхахлă, кашни çын сăн-сăпачĕ те, кăмăл-туйăмĕ те хăйне евĕрлĕ пулнăран çынсем хушшинче хирĕç тăру çуралать, кĕтмен туман çĕртен сиксе тухнă тĕрлĕрен чăрмавсем чуна илеççĕ. Кун пек чухне вара «çынлăхпа чунлăха» çухатмалла маррине ăнланса илсе хамăрпа хамăр кĕрешетпĕр, ал-урана çыхса хунă тĕрлĕрен «çум-курăкран» тасалатпăр, пĕр-пĕрин патне туртăнатпăр, пурнăç тинĕсĕнче путас мар тесе пĕр-пĕринпе тăванлашатпăр.
Спектакльти сăнарсене «мирлештерÿпе юрату» сакĕ пĕр çĕре пуçтарать. Çак сăваплă вырăнта вĕсем пĕр çемьене чăмăртанасса шанса куллянса та савăнса, пăлханса та лăпланса пăхса ларĕç «Ылтăн кĕрÿ» спектакле килнĕ Куракансем.