Аннотация
У Волка-романтика, бывшего капитана, нет близких и верных друзей. И он строит волшебный корабль, чтобы уплыть от одиночества в «море осени, реки дождей, в океан радости». Но хитрая Лиса, коварные Ворона и Филин пытаются захватить чудесный корабль. Какое несчастье – быть одиноким! И какое безмерное счастье – обрести настоящего друга! Заяц – вот с кем Волк готов отправиться в кругосветное путешествие, чтобы объединить землю!
Кашкăр, тахçан тинĕсре капитан пулса çÿренĕскер, халĕ вăрманта пурăнать, анчах кунта унăн тус-юлташĕ çук. Пĕчченлĕхрен хăтăлас тесе вăл карап ăсталать, ун çине ларса телей океанне çитме ĕмĕтленет. Çак асамлă карапа чее Тилĕ тата кĕвĕç чунлă Ула куракпа Тăмана туртса илесшĕн. Пĕччен чухне йывăр, чăн-чăн тус тупăнни вара епле пысăк телей! Кашкăр-капитан инçе çула Куянпа пĕрле тухма хатĕр. Вĕсем иккĕшĕ пĕтĕм Çĕр чăмăрĕ тавра ишсе çаврăнĕç!