Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче 91-мӗш пултарулӑх сезонӗ уҫӑлчӗ/ГТРК-Чувашия

25 сентября 2023
Теги: Пресса

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче 91-мӗш пултарулӑх сезонӗ уҫӑлчӗ/ГТРК-Чувашия
Видео от 22.09.2023
Островский хайлавӗпе лартнӑ “Гроза” премьерӑпа тухрӗҫ сцена ҫине артистсем. Спектакле Иван Чигасов ҫамрӑк режиссер калӑпланӑ. Вӑл актерсене хӑнӑхнине кӑштах улшӑнусем кӗртме сӗннӗ, куракансене вара – шкул классикине еплерех пӗлнине тӗрӗслеме.
Раҫҫейре Островскин пьеси тӑрӑх лартнӑ постановкӑпа сцена ҫине тухман театр ҫук та пулӗ. Ҫамрӑксен театрӗн кураканӗсем ӑна 1969-мӗш ҫулта, унтан 2007-мӗшӗнче хак пама пултарнӑ. 15 ҫул каялла Венера Пайгильдина Катерина сӑнарне калӑпланӑ. Хальхинче ӑна Иван Чигасов Кабаниха ролӗнче выляма сӗннӗ. Малтанласа Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тӗлӗннӗ. Марфа Игнатьевнара пурте усал карчӑка курма хӑнӑхнӑ. Унтан ҫак сӑнарӑн тыткаларӑшӗн сӑлтавӗ мӗнре тесе шухӑша путнӑ.
Ҫамрӑк режиссер ҫак шухӑшпа килӗшнӗ. Вӑл та хӑйнеевӗрлӗ, ыттисенчен урӑхларах тишкерме, тӗпчеме, сӳтсе явма хӑнӑхнӑ. “Аслати – пьесӑн тӗп сӑн-сӑпачӗ. Телейпе те пурӑнма пултарнӑ ҫынсем темшӗн ӑна кӗрлеттерсех тӑраҫҫӗ”, – тет вӑл. Ҫак туйӑм спектакль тӑршшӗпех, пӗрре аякран, тепре ҫывӑхрах пӗтӗм вӑйран кисретет.
Режиссерпа актерсем палӑртнине ӗҫе кӗртме тӗрлӗ меслет усӑ курнӑ. Кӑсӑклӑ та ӑнланмалла пултӑр тенӗ, Островский пьесӑна хывнӑ шухӑш та ан ҫухалтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Постановка тӗрлӗ хусканупа пуян. Кашни кураканах пьесӑн ҫакнашкал ӑнлантарӑвне йышӑнаймӗ те пулӗ. Театрта спектакле темиҫе хутчен ҫитсе курма сӗнеҫҫӗ. Актерсен 2 ушкӑнӗ те вылянине хакласан постановка курӑмӗ пӗр-пӗринчен еплерех уйрӑлса тӑнине асӑрхама пулать. Ҫӗнӗ сезонта премьерӑсем татах та пулӗҫ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Екатерина Янгалакова
Автономное учреждение Чувашской Республики
«Чувашский государственный ордена Дружбы народов
театр юного зрителя им. М. Сеспеля»
Министерства культуры, по делам национальностей
и архивного дела Чувашской Республики.
428015, Чебоксары,
Московский проспект 33/9

molt@rchuv.ru
Заказ и бронь билетов:
Касса: +7 8352 45-00-34
C 9.00 до 19.00 в будни

Понедельник — выходной