
Ҫӗр чавакан ҫамрӑк хӗр Хрестин — Хӗрлӗ Ҫар лейтенанчӗ Никон Серов — патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн сержанчӗ Герасим Петров… «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» драмӑра юрату виҫкӗтеслӗхне сӑнарланӑ. Мӗнле шӑпа кӗтет вӗсене Ҫак ыйтӑва эсир Ҫеҫпӗл ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче уҫӑмлатма пултаратӑр. Ҫак вӑхӑтра шӑпах спектаклӗн премьери пырать. Ӑна Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене ҫӗклекенсене халланӑ.
«Республика» кӑларӑм валли Алексей Зотиков, Дмитрий Салманов
«Чӑваш Ен» телерадиокомпани