Тӗрлӗ сӑнар калӑплама та, ал ӗҫ тума та ӑста

12 марта 2021
Теги: Пресса

Ун пирки пӗр иккӗленмесӗр хӑйӗн пурнӑҫне театр ӳнерне халалланӑ теме пулать. Ахальтен мар куракан юратӑвӗпе хисепне ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дмитриев 60 ҫул тултарчӗ.
Театр искусствин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн юбиляра Республика Пуҫлӑхӗн тав хучӗпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри театр деятелӗсен пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотине парса малалла та хавхаланса ӗҫлеме сунчӗҫ килнӗ хӑнасем. Ҫамрӑксен театрӗн залне ҫак каҫ Николай Дмитриевӑн тӑванӗсем, ентешӗсем, ӗҫтешӗсем, пӗрле вӗреннӗ тусӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Алексеевич. 1983-мӗш ҫулта Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан ҫамрӑк артист Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. 1993-мӗш ҫултанпа – Ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче.
Алиса Александрова, Николай Семенов
“Вести. Чӑваш Ен”
12.03.2021
 
193 просмотра
Автономное учреждение Чувашской Республики
«Чувашский государственный ордена Дружбы народов
театр юного зрителя им. М. Сеспеля»
Министерства культуры, по делам национальностей
и архивного дела Чувашской Республики.
428015, Чебоксары,
Московский проспект 33/9

molt@rchuv.ru
Заказ и бронь билетов:
Касса: +7 8352 45-00-34
C 9.00 до 19.00 в будни

Понедельник — выходной