Светлана САВЕЛЬЕВА: Хамӑн сӑнарсем телейлӗ пулма хавхалантараҫҫӗ

19 февраля 2021
Теги: Пресса

Чӑваш халӑх артистки Светлана Савельева калӑпланӑ рольсен шучӗ пысӑк, ҫӗртен те иртнӗ. Амӑшӗ те, Купса майри те, Пуян арӑмӗ те, Ула Курак та, Ватӑ Лаша та, Мӑн Ама та, Ҫӑлтӑрпи те, Тарье аппа та, Полина Аркадьевна та, Монтеки леди те, Тарье те, ытти те пулса курнӑ. Сӑнарсем ҫуккипе ӗҫсӗр ларман. Чӑвашсен хастар та сӑпай, маттур та пултаруллӑ пикисемпе хӗрарӑмӗсене кӑтартмалӑх пурте — илемӗ те, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки те, сӑнӗ-пуҫӗ те, янӑравлӑ та уҫӑ сасси те — пур унӑн. Пултарулӑх мелӗсемпе майӗсене те лайӑх пӗлет. Театрта 40 ҫул ытла ӗҫлесе сцена вӑрттӑнлӑхӗсене пӗтӗмпех парӑнтарнӑ. Апла, хыҫа юлнӑ ҫулсене аса илер-ха эппин.
БИОГРАФИРЕН
Светлана Савельева Етӗрне районӗнчи Хурамалӑх ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин театр уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1979 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки /1994/, Чӑваш Республикин халӑх артистки /2000/.
— Светлана Рюриковна, эсир ачаранпах артистка пулас ӗмӗтпе пурӑннӑ тенине илтнӗччӗ. Сирӗн тӑвансенчен хӑшӗ те пулин ҫак профессипе ҫыхӑннӑ-и
— Ҫук, йӑхра артистсем пачах пулман, анчах аттепе анне кӗвӗ-ҫемӗпе питӗ туслӑччӗ. Атте вырӑнти хуҫалӑх зоотех-никӗччӗ, ял хуҫалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӑл хут купӑс, гитара, мандолина калатчӗ, анне — балалайка, мандолина. Анне пурӗ те тӑватӑ класс кӑна пӗтернӗ, ачаллах амӑшӗсӗр юлнӑ. Кукаҫи сакӑр ачана пӗччен ура ҫине тӑратнӑ. Ылтӑн туйра аттене аккордеон парнелерӗмӗр, кӑштахран ӑна хӑй тӗллӗнех калама пуҫларӗ. Тӑвансем хӑнана пырсан кил-ҫуртра илемлӗ юрӑсен вӗҫӗ-хӗрри ҫукчӗ. Ҫемьере пилӗк ача ӳссе ҫитӗннӗ, халӗ тӑваттӑн юлтӑмӑр. Ялта шӑллӑм Олег пурӑнать. Анне вунӑ ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ, атте пирӗнтен уйрӑлса кайни ҫулталӑк иртрӗ.
— Эсир артистка пулас тенине ял-йыш пӗлсе тӑнӑ пулӗ-ха
— Ун пирки никама та каламан, хамра тытнӑ. 16 ҫулта Шупашкара килтӗм /шкула пӗр ҫул малтан кайнӑ эпӗ/, Чӑваш театрӗн умӗпе хам ҫав ҫуртра ӗҫлесси пирки ӗмӗтленсе утса ҫаврӑнтӑм. Чӑнах та, кӗҫех унта уҫӑлнӑ студире ӑсталӑха туптама пуҫларӑм. Артист ӗҫӗнчи пӗрремӗш вӗрентекенсем Валерий Яковлев, Иосиф Дмитриев, Валериан Лебедев пулчӗҫ. Каярах музыка училищин драма артисчӗсем хатӗрлекен ятарлӑ студине вӗренме илчӗҫ.
— Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлесси пирки ӗмӗтленнӗ вӗт-ха, сире вара ҫамрӑксен театрне ӗҫе янӑ.
— Пире ятарласа ҫамрӑксен театрӗ валли хатӗрленӗ. Ним кӳренмелли те ҫук. Ачасем валли вылясси тата кӑткӑсрах, яваплӑрах.
— Театрти пӗрремӗш роле астӑватӑр ӗнтӗ
— Паллах. Роль хыҫҫӑн роль сӑнарланӑ, гастроль хыҫҫӑн гастроле ҫӳренӗ. Спектакль хыҫҫӑн спектакле хутшӑннӑ. Таҫта васканӑ, чупнӑ, ӑшталаннӑ… Пӗрремӗшӗ вара яланах асра. Вӑл — Надежда Крупская сӑнарӗ. Алексей Васильев режиссер мана: «Эсӗ сӑнупа Крупская ҫамрӑк чухнехи пекех, сана паратпӑр ҫак роле», — терӗ. Тӗрӗссипе, малтанхи ӗҫ пулнипе ҫеҫ мар хумхантарнӑ, кулянтарнӑ вӑл мана. Историри хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе яваплӑхӗ пысӑкчӗ унӑн. Темӗн чухлӗ литература вуларӑм, ҫӗр ҫывӑрайми пултӑм. Ун чухне эпӗ 21 ҫултаччӗ, Надежда Константиновна вара Шамиль Шагалиевӑн «Пирвайхи чӗкеҫсем» пьесинче сӑнланнӑ тапхӑрта — 31-ре. Ун хыҫҫӑнхи ӗҫ — Иван Тургеневӑн «Харампыр» /«Нахлебники»/ пьесинчи Ольга Елецкая сӑнарӗ. Ҫамрӑк, телейлӗ, романтикӑллӑ, пуян ҫемьере ҫитӗннӗ хӗрарӑм. Мана питӗ килӗшетчӗ ӑна выляма. Унӑн тумне хывас та килместчӗ.
— Эсир ҫавӑн пекех Федор Павловӑн «Ялта» драминчи Елюк ролӗпе те куракана тыткӑнланӑ вӗт
— 1983 ҫулта кӑлартӑмӑр ӑна. Елюк сӑнарӗ мана 12 ҫул канӑҫ памарӗ. Тӗлӗксенче те пӗрмай ҫав рольпе аташаттӑм, ҫӑпата сырса сцена ҫине тухма хатӗрленеттӗм. Эпӗ ун чухне хам та ача амӑшӗччӗ, ҫавӑнпа Елюка лайӑх туяттӑм, ӑнланаттӑм темелле. Спектакле Иосиф Дмитриев лартнӑччӗ. Иосиф Александрович пуянсемпе чухӑнсен кӗрешӗвне тӗпе хуман. Йывӑр шӑпаллӑ хӗрарӑмӑн кун-ҫулне кашни спектакльте ҫӗнӗрен пурӑнса ирттереттӗм.
— Елюк хыҫҫӑн тата кам пулма тивнӗ
— Малалла чӑвашсен сӑпайлӑ хӗрӗсен ролӗсем пулчӗҫ: Еля /«Пирӗн телей ҫавнашкал», Ефрем Еллиев/, Ҫӑлтӑрпи /«Шуйттан чури», Ухсай Яккӑвӗ/, Пиневер /«Урасмет», Борис Чиндыков/, ыттисем. Ҫаксем — хӑйсен тавра курӑмӗпе, чун илемӗпе, менталитечӗпе пуян чӑн чӑваш хӗрӗсем. Ҫӑмӑлрах, музыкӑллӑ, ташӑллӑ-юрӑллӑ спектакльсенче те рольсем пулчӗҫ: Марук /«Шӑматкун каҫхине», Николай Сидоров/, Лисук /«Шупашкарти савни», Николай Сидоров/. Вӗсем те питӗ килӗшетчӗҫ.
— Хӑвӑра килӗшмен рольсем, режиссера: «Ку сӑнара калӑплас килмест», — тени пулнӑ-и
— Килӗшменнине те чуна хытарса выляма тивнӗ. Пӗртен-пӗр роле — Борис Чиндыковӑн «Масаркасси ясарӗн 77-мӗш матки» пьесинчи Капӑр Татьян сӑнарне — калӑплама килӗшменччӗ. Пьесине вуланӑ чухнех намӑсланса хӗрелсе, хускалайми пулса ларнӑччӗ. Кайран ҫав роле хама памалла турӗҫ. Виҫӗ кун шухӑшласа ҫӳрерӗм, чун килӗшмест, тулхӑрать, кӗлетке ҫине шатрасем тапса тухрӗҫ. Вара режиссера: «Эпӗ ку рольпе ӗҫлеме хатӗрех мар», — терӗм.
— Камитре е драмӑра ытларах выляс килет Хӑшӗ чунӑра ҫывӑхрах
— Эпӗ хамра лирикӑпа драма героинисене куратӑп. Ҫут ҫанталӑк панӑ пултарулӑхпа мана драмӑра выляма ҫӑмӑлрах. Юрӑллӑ-ташӑллӑ камитсене те килӗштеретӗп. Вӗсенче кӑмӑл- туйӑм вылявӗ хӑвӑрт хускалса, улшӑнса тӑрать. Тарӑхсан та, кӳренсен те, макӑрсан та — вӗсене ытла шала ямалла мар. <…>
Надежда СМИРНОВА.
«Хыпар» 14-15 (27747-27748) № 12.02.2021
12 Нарӑс, 2021
433 просмотра
Автономное учреждение Чувашской Республики
«Чувашский государственный ордена Дружбы народов
театр юного зрителя им. М. Сеспеля»
Министерства культуры, по делам национальностей
и архивного дела Чувашской Республики.
428015, Чебоксары,
Московский проспект 33/9

molt@rchuv.ru
Заказ и бронь билетов:
Касса: +7 8352 45-00-34
C 9.00 до 19.00 в будни

Понедельник — выходной