С днём родного языка

21 февраля 2022
Теги: Новости

Театр юного зрителя имени Михаила Сеспеля поздравляет всех с днём родного языка.
Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш н тӗп хулинче 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.
Пирӗн мӑн асаттесем пин ҫул каяллах чӑвашла калаҫнӑ, тӑван чӗлхене ламран лама, йӑхран йӑха халалласа пынӑ, куҫ пек упраса пурӑннӑ. Эпир те мӑн асаттемӗрсен ятне ярар мар – тӑван чӗлхене манар мар. Тӑван чӗлхе пуянлӑхӗшӗн, унӑн тасалӑхӗпе илемӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшар.
Сире пурсӑра та Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр, тӑван сӑмах вӑйӗ-хӑвачӗпе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатп p.
@mincult_chuvashia

С днём родного языка!

Автономное учреждение Чувашской Республики
«Чувашский государственный ордена Дружбы народов
театр юного зрителя им. М. Сеспеля»
Министерства культуры, по делам национальностей
и архивного дела Чувашской Республики.
428015, Чебоксары,
Московский проспект 33/9

molt@rchuv.ru
Заказ и бронь билетов:
Касса: +7 8352 45-00-34
C 9.00 до 19.00 в будни

Понедельник — выходной