
Хусанта 17-мӗш Пӗтӗм тӗнчери “Науруз” театр фестивалӗ пырать17.06.2025/ГТРК-Чувашия
Унта Казахстан, Азербайджан, Таджикистан, Узбекистан, Туркменистан Кӑркӑсстан тата хамӑр ҫӗршыври наци театрӗсем чи лайӑх спектакльсемпе килсе ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Борис Манджиев режиссер лартнӑ “Ҫӗн Кун Ачи” постановкӑпа хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.
Пурӗ пин ытла хутшӑнакан, хула талккӑшӗнче 8 лапамра спектакльсем пыраҫҫӗ. Пирӗн Ҫамрӑксен театрӗ Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн кун-ҫулӗпе паллаштаракан постановкӑна Камал ячӗллӗ театрта кӑтартрӗ.
Фестивале хутшӑнакан театрсем хайлавсене пурте хӑйсен чӗлхипе кӑтартаҫҫӗ, ӑнланманнисем валли вырӑсла синхронлӑ куҫару пур. Тӗрлӗ культурӑсен хутшӑнӑвӗ, тӗлпулу саманчӗсем – манӑҫми. “Мускав, Питӗр, Хусан критикӗсемпе пӗрле спектакльсене сӳтсе явни те питӗ усӑллӑ”, – теҫҫӗ фестиваль асамӗн тыткӑнне лекнисем.
Пирӗн спектакле куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ, чылайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Залра тӗрлӗ ҫӗршыври театр ӗҫченӗсемсӗр пуҫне пирӗн ентешсем те пур.
Пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш “Науруз” фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшчен пырать. Кӑҫал унӑн программине 11-мӗш театр олимпиадипе пуянлатнӑ.
Марина Карягина