Чӑваш Енри культура ӗҫченӗсем професси уявне паллӑ турӗҫ

26 марта 2021
Теги: Новости

Ӑна Раҫҫейре 2008-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак тытӑмра тӑрӑшакансем  ҫитӗнӳсемпе пӗрлех малашнехи тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ, чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене тава тивӗҫлӗ ятсем парса саламларӗҫ.
Уява культура учрежденийӗсенче, вулавӑшсенче тӑрӑшакансем, тӗрлӗ ансамбльпе халӑх театрӗсен ертӳҫисем, артистсем, юрӑҫсем, режиссерсем, ӳнерҫӗсем пухӑнчӗҫ. Ҫак пулӑм вӗсемшӗн чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ вӗсем. Культура тытӑмӗнче ӗҫлекенсем кулленхи  пурнӑҫа илем кӳреҫҫӗ, тӗнче пуянлӑхне  туллин уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ ҫак тытӑма республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  Ҫитӗнӳсемпе тата тӗллевсемпе Культура министрӗ Светлана Каликова паллаштарчӗ. Сӑмах май, кӑҫал  ведомствӑна йӗркеленӗренпе  85 ҫул ҫитрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе професси уявӗнче чи пултаруллисене патшалӑх наградисем пачӗҫ.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов
«Чӑваш Ен» кӑларӑм
26.03.2021
 
Автономное учреждение Чувашской Республики
«Чувашский государственный ордена Дружбы народов
театр юного зрителя им. М. Сеспеля»
Министерства культуры, по делам национальностей
и архивного дела Чувашской Республики.
428015, Чебоксары,
Московский проспект 33/9

molt@rchuv.ru
Заказ и бронь билетов:
Касса: +7 8352 45-00-34
C 9.00 до 19.00 в будни

Понедельник — выходной