«Аслати» театра йыхравлать/Национальное телевидение от 27 сентября 2023 г.
ВидеосюжетАвӑн уйӑхӗнче республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсем хӑйсен чаршавне уҫрӗҫ. Унта кашниех «чун апатне» тутанма пултарать: пӗрисем килӗшнӗ спектакле темиҫе хут кураҫҫӗ, теприсем юратнӑ артист сӑнар калӑпланипе киленеҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетрӗнче те премьера чылай. Вӗсенчен пӗри вырӑс драматургӗ Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Аслати» историллӗ драма.