
2021 ҫул Чӑваш Республикинче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне палӑртнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ҫак ҫула халалласа Дмитрий Михайлов режиссер лартнӑ «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакль премьери иртрӗ. Асӑннӑ спектакльте тӗп сӑнарсене Николай Тарасов тата Алина Зайцева артистсем выляҫҫӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗнче Ельчӗкри культура керменӗнче хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ фестиваль шайӗнче «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакль премьери пулать.
Июнӗн 17-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакль премьерипе хӑйӗн 88-мӗш сезонне вӗҫлет.
Асӑннӑ спектакльте тӗп сӑнарсене Николай Тарасов тата Алина Зайцева артистсем выляҫҫӗ.