
Паян, нарӑс (февраль) уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Манӑҫми туйӑмсем» спектакле пӗрремӗш хут куракан умне кӑларчӗҫ. Пьеса авторӗ тата режиссёрӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Вячеслав Оринов.Халӑхра «хӗрӗн – хӗрӗх, ачан – аллӑ» тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Мӑшӑрланма турӑ пӳрни тупӑнатех, анчах унччен шӑпа «пӗрремӗш», «иккӗмӗш»… юрату парнелет. Ҫав туйӑмсем йӗр хӑвармасӑр тӗпсӗрлӗхре ҫухалмаҫҫӗ – пурнӑҫа, хӑвна ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен калӑплаҫҫӗ.
Спектакльти тӗп сӑнар – Спиридон (Ҫӗпритун). Вӑл мӗн ачаранах хӑйӗн пурнӑҫне ҫынна хисеплени тӗп вырӑнта пулмаллине ӑнланса йӑркелесе пынӑ, тӗрлӗрен кукӑр-макӑрсенче этем сӑн-питне ҫухатман… Ҫулти турӑ вара ӑна ҫакӑншӑн «ҫветтуйсен» шайнех ҫӗклет! Ҫапла, пурнӑҫ пурне те хӑйӗн картне лартать: ҫынна ырӑ туни ырӑпах таврӑнать ҫав.
Спиридон рольне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылять. Ку спектакле ятарласах унӑн ячӗпе лартнӑ. Кӑҫалхи пуш (март) уйӑхӗн 10 – мӗшӗнче Василий Иванович хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче уява пушӑн 11– мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ун чухне ҫӗнӗ спектакле килсе курма кӑмӑл тӑвакансем татах та йышлӑ пулӗҫ.
Ытти рольсенче: Юля – Алина Зайцева, Профессор – Чӑваш халӑх артисчӗ Александр Степанов, Лариса – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Венера Пайгильдина, Аксинья – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова, Григорий – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев, Оксана – Чӑваш халӑх артистки Светлана Савельева, Пётр – Дмитрий Михайлов, Лиля – Альбина Агеева, Зоя – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина. Массӑллӑ сценӑсенче – Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗн студенчӗсем.
Паян ЮНЕСКО йышӑннипе пӗтӗм тӗнчипех Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уявра тӑван чӗлхепе лартнӑ спектакль халӑх умне тухни чӑнласах та ырӑ пулӑм.

















