1941 çул… Пирĕн çĕршыв кунçулĕнчи чи синкерлĕ çулсенчен пĕри: фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса кĕрсе кашни çемьене хуйхă та асап илсе килнĕ. Вун-вун миллион арçын – ватти те, вăйпитти те, каччи те – вăрçă хирне тухса кайнă, тылра вара – заводсенче, ялхуçалăх ĕçĕсенче – вĕсене арăмĕсемпе ачисем ылмаштарнă.
Чăваш çĕрĕнче çак синкерлĕ çул халăх тата тепĕр терт-нуша тӳснĕ: хĕрарăмсемпе хĕрсем, ачасемпе ваттисем Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ. Нумай çын, уйрăмах пĕве кĕнĕ хĕрсен, шăпи хуçăлнă Сăр хӳтĕлев чиккине ăсталанă вăхăтра: вĕсем шăннă-чирленĕ, кайран çемье çавăраймасăр пурнăçне пĕччен пурăнса ирттернĕ, йывăр чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ…
Темле йывăр пулсан та, çамрăк çамрăках ĕнтĕ: унăн юрлас та, юратас та килет… «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» драмăра Сăр хӳтĕлев чиккине тăвакансен тертне кăтартнисĕр пуçне юрату виçкĕтеслĕхне те сăнарланă. Çĕр чавакан çамрăк хĕр Хрестин, Хĕрлĕ Çар лейтенанчĕ Никон Серов, НКВД сотрудникĕ, патшалăх хăрушсăрлăхĕн сержанчĕ Герасим Петров… Мĕнле шăпа кĕтет вĕсене? Мĕнле тĕллевсемпе-шухăшсемпе пурăнаççĕ вĕсем? Спектакле курнă хыççăн театра юратакансем шухăшĕсемпе 1941 çулти вăхăта çитсе килессе, Сăр хӳтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхне аса илсе малашне сума сăвасса шанас килет.
Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Уйăпсем те шăнса хытрĕҫ» (12+) спектакле куракансен умне апрелĕн 20-мĕшĕнче кăларма палăртнă. Хальхи вăхăтра кунта репетицисем ирттереççĕ, костюмсем
çĕлеççĕ, декорацисем хатĕрлеççĕ.
Пьеса авторĕ – Владислав Николаев. Спектакль режиссёрĕ – Дмитрий Михайлов, художникĕ – Лариса Комиссарова.