Паян, нарăс (февраль) уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Манăçми туйăмсем» спектакле пĕрремĕш хут куракан умне кăларчĕç. Пьеса авторĕ тата режиссёрĕ – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕҫлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов.
Халăхра «хĕрĕн – хĕрĕх, ачан – аллă» тесе ахальтен каламаççĕ. Мăшăрланма турă пӳрни тупăнатех, анчах унччен шăпа «пĕрремĕш», «иккĕмĕш»… юрату парнелет. Ҫав туйăмсем йĕр хăвармасăр тĕпсĕрлĕхре ҫухалмаҫҫĕ – пурнăҫа, хăвна ăнланса илме пулăшаҫҫĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен калăплаҫҫĕ.
Спектакльти тĕп сăнар – Спиридон (Ҫĕпритун). Вăл мĕн ачаранах хăйĕн пурнăҫне çынна хисеплени тĕп вырăнта пулмаллине ăнланса йăркелесе пынă, тĕрлĕрен кукăр-макăрсенче этем сăн-питне ҫухатман… Ҫулти турă вара ăна çакăншăн «ҫветтуйсен» шайнех ҫĕклет! Çапла, пурнăç пурне те хăйĕн картне лартать: çынна ырă туни ырăпах таврăнать çав.
Спиридон рольне Раҫҫей тава тивĕҫлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов вылять. Ку спектакле ятарласах унăн ячĕпе лартнă. Кăçалхи пуш (март) уйăхĕн 10 – мĕшĕнче Василий Иванович хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ҫамрăксен театрĕн сцени çинче уява пушăн 11– мĕшĕнче ирттерĕç. Ун чухне çĕнĕ спектакле килсе курма кăмăл тăвакансем татах та йышлă пулĕç.
Ытти рольсенче: Юля – Алина Зайцева, Профессор – Чăваш халăх артисчĕ Александр Степанов, Лариса – Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ артистки Венера Пайгильдина, Аксинья – Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ артистки Ирина Архипова, Григорий – Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ артисчĕ Владимир Григорьев, Оксана – Чăваш халăх артистки Светлана Савельева, Пётр – Дмитрий Михайлов, Лиля – Альбина Агеева, Зоя – Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ артистки Татьяна Зайцева-Ильина. Массăллă сценăсенче – Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсем.
Паян ЮНЕСКО йышăннипе пĕтĕм тĕнчипех Тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Çак уявра тăван чĕлхепе лартнă спектакль халăх умне тухни чăнласах та ырă пулăм.