Сумлӑ юбилей тӗлне – ҫӗнӗ спектакль
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов 70 ҫул тултарчӗ. Ҫак уяв тӗлне Ҫамрӑксен театрӗнче ятарласа ҫӗнӗ спектакль хатӗрленӗ. Сумлӑ артиста саламласа ӑна сцена ҫинче паян кӑтартаҫҫӗ. Спектакле жанрӗпе лирикӑллӑ камит тесе палӑртмалла. Пьеса авторӗ тата режиссерӗ Вячеслав Оринов. «Пурнӑҫ пурне те хӑйӗн картне лартать: ҫынна ырӑ туни ырӑпах таврӑнать», – тет вӑл…