Тӗрлӗ сӑнар калӑплама та, ал ӗҫ тума та ӑста

Ун пирки пӗр иккӗленмесӗр хӑйӗн пурнӑҫне театр ӳнерне халалланӑ теме пулать. Ахальтен мар куракан юратӑвӗпе хисепне ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Дмитриев 60 ҫул тултарчӗ. Театр искусствин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн юбиляра Республика Пуҫлӑхӗн тав хучӗпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри театр деятелӗсен пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотине парса малалла та хавхаланса ӗҫлеме сунчӗҫ…