Çамрăксен театрĕнче – чăвашла çĕнĕ спектакль

Паян, нарăс (февраль) уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Манăçми туйăмсем» спектакле пĕрремĕш хут куракан умне кăларчĕç. Пьеса авторĕ тата режиссёрĕ – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕҫлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов. Халăхра «хĕрĕн – хĕрĕх, ачан – аллă» тесе ахальтен каламаççĕ. Мăшăрланма турă пӳрни тупăнатех, анчах унччен шăпа «пĕрремĕш», «иккĕмĕш»… юрату парнелет. Ҫав туйăмсем йĕр хăвармасăр…