Зоя Ярдыкова çуралнăранпа 100 çул çитрĕ

Паян, 2021 çулти февралĕн 5-мĕшĕнче, чĕрĕк ĕмĕр Çамрăксен театрĕн режиссёрĕ, директорĕ пулнă Зоя Димитриевна Ярдыкова (1921–2005) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Чăваш патшалăх телевиденийĕ çак ятпа ятарлă сюжет хатĕрлерĕ. Унăн авторĕсем Марина Карягина тата Николай Семёнов. Сюжет «Чăваш ен» кăларăмăн 8-мĕш минутĕнчен пуçланать. Аса илтеретпĕр: юбилее халалланă уяв каçĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче февралĕн 11-мĕшĕнче иртĕ.…