Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн «Чăваш Ен» хыпарсен кăларăмĕ (22.12.2020 11:24) Ҫамрӑксен театрӗ тин çеç куракансем умне кăларнă «Белоснежка и семь гномов» спектакль çинчен каласа кăтартать. Сюжета Алиса Александрова тата Николай Семёнов калăпланă.
«Чаршав уҫӑличчен куракансене Хӗл Мучипе Юр пике саламларӗҫ. Асамҫӑ-асатте ачасем валли хальхинче хӑйнеевӗрлӗ парне – Ҫӗнӗ Ҫул юмахӗ – илсе килнӗ.
«Белоснежка и семь гномов» спектакль туслӑх, юрату, тӗрӗслӗх вӑйӗ ҫинчен. Вӑрманта аташнӑ Белоснежка гномсем пурӑнакан ҫурт патне килсе тухать. Юратнӑ принцӗ те ӑна ҫавӑнтах шыраса тупать. Спектакле лартнӑ Дмитрий Михайлов режиссёр хальхинче сцена курӑмне ҫӗнӗ варкӑш кӗртес тенӗ».
Сюжет 15 минут та 23 çеккунтран пуçланать.