Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Венера Пайгильдина ҫавра ҫулне паллӑ турӗ
29.01.2025
Саламлакансем ӑна Ҫамрӑксен театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, тесе хакларӗҫ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Венера Пайгильдина тӑван сцени ҫинче ҫавра ҫулне паллӑ турӗ. Уяв каҫӗнче ӗҫтешӗсем, ентешӗсем тата тӑванӗсем ӑшӑ сӑмах шеллемерӗҫ.
Пулас артист Элӗк тӑрӑхӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Сцена ҫине шкулта чухнех “Ҫутӑ ӗмӗт” ансамбльпе тухнӑ. Ун чухне хӗр театр актерӗ пуласси пирки шутламан та. Аттестат илсен юрлама юратаканскер Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Унта вара ӑна Ҫамрӑксен театрӗн ун чухнехи пуҫлӑхӗ Зоя Ярдыкова асӑрханӑ.
Ҫапла, 1996-мӗш ҫулта Венера Пайгильдинӑна Ҫамрӑксен театрне чӗнсе илнӗ. Пӗр хушӑ вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче те ӗҫленӗ, анчах та драма артисчӗн шӑпи ҫывӑхрах пулнӑ. Кашни сӑнара юратса калӑплать, пӗчӗк рольсене те чунпа вылять. Венерӑн пултарулӑхне ентешӗсем вӑл ача чухнех хаклама пултарнӑ. Куҫ умӗнчех артист пулса ӳсрӗ, – теҫҫӗ вӗсем.
Каҫра чылай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ. Культура министерствинчи пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Ефимова юбиляра “Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн” паллӑ ҫакса ячӗ. Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов Раҫҫей шайӗнчи Хисеп хучӗпе чысларӗ. Сцена ҫинчи ӗҫтешӗсем те парӑмра юлмарӗҫ.
Уяв каҫӗн хуҫине “Куккук куҫҫулӗ” хайлав аторӗ – чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши те саламларӗ. Ӑна халалласа ҫырнӑ сӑвва вуларӗ. Паллах, ҫак пӗлтерӗшлӗ самантра чи ҫывӑх ҫыннисем те юнашар пулчӗҫ. Икӗ хӗрӗ хумханса Венера Пайгильдина малтанах тӗнчери чи лайӑх анне пулнине пӗлтерчӗҫ.
Саламлакансем Венера Пайгильдинан пултарулӑх ҫулӗ малашне те ӑнӑҫлӑ та такӑр пуласса шансах тӑратпӑр терӗҫ. Куракансем вара уяв каҫӗнче “Куккук куҫҫулӗ” спектакле хаклама пултарчӗҫ.
Надежда Александрова, Михаил Солин