Тӑванлӑх туйӑмне вӑратакан постановка.
Ҫамрӑксен театрӗнче премьера – Юхма Мишши романне тӗпе хурса лартнӑ “Куккук куҫҫулӗ” спектакль. Режиссёрӗ – Раҫҫей Федерацин тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев.
Ҫӗнӗ постановка валли кӑсӑклӑ, паянхи пурнӑҫри ыйтусене ҫӗклекен хайлав тупма ҫӑмӑл мар, каласа парать Борис Манджиев режиссер. Тӗрлӗ сӗнӳ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши ҫырнӑ “Куккук куҫҫулӗ” роман ҫинче чарӑннӑ. Ӑна халиччен пӗрре те сцена ҫине кӑларман. Ку произведени хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗпе ҫыхӑнӑва татнӑ ҫын пирки каласа парать. Тӗп сӑнара вӑрҫа илсе каяҫҫӗ. Унта ҫамрӑк салтак тыкӑна лекет. Вӑрҫӑ пӗтсен ют ҫӗршыврах юлать – ҫемье ҫавӑрать. Анчах та тӑван тӑрӑхри савнийӗ асран каймасть. Ҫулсем иртнӗ май тунсӑх ӳссе кӑна пырать. Таврӑнсан тӑван енре мӗнле йышӑнӗҫ? Телей пулӗ-ши? Ҫак ыйтусем тӗп сӑнара канӑҫ памаҫҫӗ. Куракансене те нумай шухӑшлаттарма тивӗҫ.
Елена Дмитриева, Алиса Александрова, Михаил Солин