Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов 70 ҫул тултарчӗ. Ҫак уяв тӗлне Ҫамрӑксен театрӗнче ятарласа ҫӗнӗ спектакль хатӗрленӗ. Сумлӑ артиста саламласа ӑна сцена ҫинче паян кӑтартаҫҫӗ.
Спектакле жанрӗпе лирикӑллӑ камит тесе палӑртмалла. Пьеса авторӗ тата режиссерӗ Вячеслав Оринов. «Пурнӑҫ пурне те хӑйӗн картне лартать: ҫынна ырӑ туни ырӑпах таврӑнать», – тет вӑл тӗп сӑнар пирки. Ӑна ятарласа Василий Павлов валли ҫырнӑ. Пьесӑн фабулипе шалти сюжет кукӑр-макӑрӗсем юбилярӑн пурнӑҫӗпе пӗр пек килмесен те – чунӗ, пурнӑҫа хаклассипе тавракурӑмӗ пӗр пекех. Василий Павлов пултарулӑхӗ чӑваш театрӗнче хӑйне евӗрлӗ, чаплӑ та сумлӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл сцена ҫинче калӑпланӑ манӑҫми сӑнарсем – ырӑ та ӑслӑ, пурнӑҫ йывӑрлӑхӗнчен хӑтӑлса тухма пулӑшакан ҫынсем, чӑн чӑваш паттӑрӗсем.
Александр Осипов, Николай Семёнов.
Вести Чăваш ен. 11.03.2021