Чăваш халăх артистки Светлана Савельева калăпланă рольсен шучĕ пысăк, çĕртен те иртнĕ. Амăшĕ те, Купса майри те, Пуян арăмĕ те, Ула Курак та, Ватă Лаша та, Мăн Ама та, Çăлтăрпи те, Тарье аппа та, Полина Аркадьевна та, Монтеки леди те, Тарье те, ытти те пулса курнă. Сăнарсем çуккипе ĕçсĕр ларман. Чăвашсен хастар та сăпай, маттур та пултаруллă пикисемпе хĕрарăмĕсене кăтартмалăх пурте — илемĕ те, тăпăл-тăпăл кĕлетки те, сăнĕ-пуçĕ те, янăравлă та уçă сасси те — пур унăн. Пултарулăх мелĕсемпе майĕсене те лайăх пĕлет. Театрта 40 çул ытла ĕçлесе сцена вăрттăнлăхĕсене пĕтĕмпех парăнтарнă. Апла, хыçа юлнă çулсене аса илер-ха эппин.
БИОГРАФИРЕН
Светлана Савельева Етĕрне районĕнчи Хурамалăх ялĕнче çуралнă. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищин театр уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1979 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки /1994/, Чăваш Республикин халăх артистки /2000/.
— Светлана Рюриковна, эсир ачаранпах артистка пулас ĕмĕтпе пурăннă тенине илтнĕччĕ. Сирĕн тăвансенчен хăшĕ те пулин çак профессипе çыхăннă-и?
— Çук, йăхра артистсем пачах пулман, анчах аттепе анне кĕвĕ-çемĕпе питĕ туслăччĕ. Атте вырăнти хуçалăх зоотех-никĕччĕ, ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл хут купăс, гитара, мандолина калатчĕ, анне — балалайка, мандолина. Анне пурĕ те тăватă класс кăна пĕтернĕ, ачаллах амăшĕсĕр юлнă. Кукаçи сакăр ачана пĕччен ура çине тăратнă. Ылтăн туйра аттене аккордеон парнелерĕмĕр, кăштахран ăна хăй тĕллĕнех калама пуçларĕ. Тăвансем хăнана пырсан кил-çуртра илемлĕ юрăсен вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Çемьере пилĕк ача ÿссе çитĕннĕ, халĕ тăваттăн юлтăмăр. Ялта шăллăм Олег пурăнать. Анне вунă çул каялла çĕре кĕчĕ, атте пирĕнтен уйрăлса кайни çулталăк иртрĕ.
— Эсир артистка пулас тенине ял-йыш пĕлсе тăнă пулĕ-ха?
— Ун пирки никама та каламан, хамра тытнă. 16 çулта Шупашкара килтĕм /шкула пĕр çул малтан кайнă эпĕ/, Чăваш театрĕн умĕпе хам çав çуртра ĕçлесси пирки ĕмĕтленсе утса çаврăнтăм. Чăнах та, кĕçех унта уçăлнă студире ăсталăха туптама пуçларăм. Артист ĕçĕнчи пĕрремĕш вĕрентекенсем Валерий Яковлев, Иосиф Дмитриев, Валериан Лебедев пулчĕç. Каярах музыка училищин драма артисчĕсем хатĕрлекен ятарлă студине вĕренме илчĕç.
— Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлесси пирки ĕмĕтленнĕ вĕт-ха, сире вара çамрăксен театрне ĕçе янă.
— Пире ятарласа çамрăксен театрĕ валли хатĕрленĕ. Ним кÿренмелли те çук. Ачасем валли вылясси тата кăткăсрах, яваплăрах.
— Театрти пĕрремĕш роле астăватăр ĕнтĕ?
— Паллах. Роль хыççăн роль сăнарланă, гастроль хыççăн гастроле çÿренĕ. Спектакль хыççăн спектакле хутшăннă. Таçта васканă, чупнă, ăшталаннă… Пĕрремĕшĕ вара яланах асра. Вăл — Надежда Крупская сăнарĕ. Алексей Васильев режиссер мана: «Эсĕ сăнупа Крупская çамрăк чухнехи пекех, сана паратпăр çак роле», — терĕ. Тĕрĕссипе, малтанхи ĕç пулнипе çеç мар хумхантарнă, кулянтарнă вăл мана. Историри хăйĕн пĕлтерĕшĕпе яваплăхĕ пысăкчĕ унăн. Темĕн чухлĕ литература вуларăм, çĕр çывăрайми пултăм. Ун чухне эпĕ 21 çултаччĕ, Надежда Константиновна вара Шамиль Шагалиевăн «Пирвайхи чĕкеçсем» пьесинче сăнланнă тапхăрта — 31-ре. Ун хыççăнхи ĕç — Иван Тургеневăн «Харампыр» /«Нахлебники»/ пьесинчи Ольга Елецкая сăнарĕ. Çамрăк, телейлĕ, романтикăллă, пуян çемьере çитĕннĕ хĕрарăм. Мана питĕ килĕшетчĕ ăна выляма. Унăн тумне хывас та килместчĕ.
— Эсир çавăн пекех Федор Павловăн «Ялта» драминчи Елюк ролĕпе те куракана тыткăнланă вĕт?
— 1983 çулта кăлартăмăр ăна. Елюк сăнарĕ мана 12 çул канăç памарĕ. Тĕлĕксенче те пĕрмай çав рольпе аташаттăм, çăпата сырса сцена çине тухма хатĕрленеттĕм. Эпĕ ун чухне хам та ача амăшĕччĕ, çавăнпа Елюка лайăх туяттăм, ăнланаттăм темелле. Спектакле Иосиф Дмитриев лартнăччĕ. Иосиф Александрович пуянсемпе чухăнсен кĕрешĕвне тĕпе хуман. Йывăр шăпаллă хĕрарăмăн кун-çулне кашни спектакльте çĕнĕрен пурăнса ирттереттĕм.
— Елюк хыççăн тата кам пулма тивнĕ?
— Малалла чăвашсен сăпайлă хĕрĕсен ролĕсем пулчĕç: Еля /«Пирĕн телей çавнашкал», Ефрем Еллиев/, Çăлтăрпи /«Шуйттан чури», Ухсай Яккăвĕ/, Пиневер /«Урасмет», Борис Чиндыков/, ыттисем. Çаксем — хăйсен тавра курăмĕпе, чун илемĕпе, менталитечĕпе пуян чăн чăваш хĕрĕсем. Çăмăлрах, музыкăллă, ташăллă-юрăллă спектакльсенче те рольсем пулчĕç: Марук /«Шăматкун каçхине», Николай Сидоров/, Лисук /«Шупашкарти савни», Николай Сидоров/. Вĕсем те питĕ килĕшетчĕç.
— Хăвăра килĕшмен рольсем, режиссера: «Ку сăнара калăплас килмест», — тени пулнă-и?
— Килĕшменнине те чуна хытарса выляма тивнĕ. Пĕртен-пĕр роле — Борис Чиндыковăн «Масаркасси ясарĕн 77-мĕш матки» пьесинчи Капăр Татьян сăнарне — калăплама килĕшменччĕ. Пьесине вуланă чухнех намăсланса хĕрелсе, хускалайми пулса ларнăччĕ. Кайран çав роле хама памалла турĕç. Виçĕ кун шухăшласа çÿрерĕм, чун килĕшмест, тулхăрать, кĕлетке çине шатрасем тапса тухрĕç. Вара режиссера: «Эпĕ ку рольпе ĕçлеме хатĕрех мар», — терĕм.
— Камитре е драмăра ытларах выляс килет? Хăшĕ чунăра çывăхрах?
— Эпĕ хамра лирикăпа драма героинисене куратăп. Çут çанталăк панă пултарулăхпа мана драмăра выляма çăмăлрах. Юрăллă-ташăллă камитсене те килĕштеретĕп. Вĕсенче кăмăл- туйăм вылявĕ хăвăрт хускалса, улшăнса тăрать. Тарăхсан та, кÿренсен те, макăрсан та — вĕсене ытла шала ямалла мар. <…>
Надежда СМИРНОВА.
12 Нарăс, 2021