
«Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» (И снегири промерзли) драма 12+
1941 ҫул… Пирĕн ҫĕршыв историйĕнчи чи синкерлĕ ҫулсенчен пĕри: фашистла Германи вǎрǎ-хурахла тапǎнса кĕрсе кашни ҫемьене хуйхǎ та асап илсе килнĕ. Миллионшар арҫын – ватти те, вǎйпитти те, каччи те – вǎрҫǎ хирне тухса кайнǎ, тылра вара – заводсенче, ялхуҫалǎх ĕҫĕсенче – вĕсене арǎмĕсемпе ачисем ылмаштарнǎ. Чǎваш ҫĕрĕнче ҫак синкерлĕ ҫул халǎх тата тепĕр терт-нуша тӳснĕ: хĕрарǎмсемпе хĕрсем, ачасемпе ваттисем Сǎр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунǎ ҫĕрте ĕҫленĕ. Пин-пин ҫыннǎн, уйрǎмах пĕве кĕнĕ хĕрсен, шǎпи хуҫǎлнǎ ҫав вǎхǎтра: шǎннǎ-чирленĕ, кайран ҫемье ҫавǎраймасǎр пурнǎҫне пĕччен пурǎнса ирттернĕ, йывǎр чирлесе вǎхǎтсǎр ҫĕре кĕнĕ… Темле йывǎр пулсан та, ҫамрǎк ҫамрǎках ĕнтĕ, унǎн юрлас та, юратас та килет… «Уйǎпсем те шǎнса хытрĕҫ» драмǎра этем терт-нуша тӳснине кǎтартнисĕр пуҫне юрату виҫкĕтеслĕхне те сǎнарланǎ. Ҫĕр чавакан ҫамрǎк хĕр Хрестин – Хĕрлĕ Ҫар лейтенанчĕ Никон Серов – НКВД сотрудникĕ, патшалǎх хǎрушсǎрлǎхĕн сержанчĕ Герасим Петров… Мĕнле шǎпа кĕтет вĕсене? Спектакле куракансем шухǎшĕсемпе 1941 ҫула ҫитсе килессе, Сǎр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тǎвакансен паттǎрлǎхне малашне те сума сǎвасса шанас килет.
1941 год… Один из трагических периодов нашей страны. Вероломное нападение фашистской Германии принесло в каждую семью горе, страдания, невзгоды. Миллионы мужчин – взрослые, молодые и совсем юные – ушли на защиту Отечества. У заводских и фабричных станков, в сельском хозяйстве их заменили женщины и подростки. Они же на грани человеческих возможностей строили оборонительные рубежи: окопы, блиндажи, землянки, миномётные площадки. Так в тяжелейших условиях создавалась в тылу линия обороны для защиты промышленных центров.