2021 çул Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхне палăртнă.
Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш ҫамрăксен театрĕнче ҫак çула халалласа Дмитрий Михайлов режиссер лартнă «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» спектакль премьери иртрĕ. Асăннă спектакльте тĕп сăнарсене Николай Тарасов тата Алина Зайцева артистсем выляçҫĕ.
Июнĕн 15-мĕшĕнче Ельчĕкри культура керменĕнче хӳтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхне халалланă фестиваль шайĕнче «Уйăпсем те шăнса хытрĕҫ» спектакль премьери пулать.
Июнĕн 17-мĕшĕнче Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Ҫамрăксен театрĕ «Уйăпсем те шăнса хытрĕҫ» спектакль премьерипе хăйĕн 88-мĕш сезонне вĕҫлет.